27 апреля 2015 г.
Швейцарире кросс-кантрипе "Gara d'apertura Monte Tamaro MTB" ăмăрту иртнĕ. Унта чăваш велоспорт шкулĕнче вĕренекен Ирина Калентьева, Кристина Кириллова тата Надежда Антонова хутшăннă.
Ирина Калентьева дистанцие 1:17:48 кăтартупа парăнтарнă. Вăл Швецири Джени Рисведса, Швейцарири Марин Грочиана иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна хăварса финиша пĕрремĕш çитнĕ. Кристина Кириллова вара ăмăртура 7-мĕш пулнă, Надежда Антонова 11-мĕш çитнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинчи Екатерина Аношина та маттур пулнă, вăл финиша 10-мĕш килнĕ.
Источник: "Хыпар"