БУ «СШОР № 7 им. В. Ярды» Минспорта ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Ахаль çынсене те, пулас спортсменсене те кăсăклă

14 декабря 2018 г.

Раççейĕн тата Чăваш республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Краснов 70 çулхи юбилейне халалласа çĕнĕ кĕнĕке кăларнă. Ăна вăл ĕçтешĕсемпе тата ентешĕсемпе Наци библиотекинче пахаларĕ.


Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова 

Владимир Краснов Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă. Малтан йĕлтĕрпе чупнă, унтан велосипед çине куçса ларнă. Вăл велоспорт енĕпе республика чемпионĕ тата рекордсменĕ. Владимир Николаевич 1971-мĕш çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен «Акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ» специальноçа алла илсе тухнă. Çапах та шăпа пĕтĕм пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Çамрă специалист малтанах Чăваш патшалăх университетĕнче физкультура вĕрентнĕ. 1995-мĕш çулта Валерий Ярды ячĕллĕ спорт шкулне тренер-преподавательте ĕçлеме куçнă. 2006-мĕш çултанпа - Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультечĕн профессорĕ. Владимир Краснов 4 çул маунтинбайк енĕпе хĕрарăмсен Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн тренерĕ пулнă. Вăл 1 тава тивĕçлĕ, 3 тĕнче класлă, 50 ытла СССР тата Раççей спорт мастерĕсене хатĕрлĕнĕ. Çак çитĕнÿре нимĕнле вăрттăнлăх та çук.

Владимир Краснов хайĕн вĕренекенĕсемпе тивĕçлипех мухтанать. Вĕсен йышĕнче 2008-мĕш çулти Олимп вăййисен бронза призерĕ, икĕ хут тĕнче чемпионĕ Ирина Калентьева, СССР тата Раççей чемпионĕ Надежда Пашкова, Раççей чемпонĕсем Вера Андреевапа Ольга Терентьева, 2011-мĕш çулхи Универсиада çĕнтерÿçи Ксения Кириллова. Хисеплĕ тренерăн тĕллевĕсем татах та пысăк.

Ку кĕнеки унăн 8-мĕш ĕнтĕ. Унта маунтинбайкри çĕнĕлĕхсене, çак спорта аталантармалли майсене çырса кăтартнă. Сăн ÿкерчĕк те нумай. Унччен тухнисем нумайăшне кăсăклă пулнăран çĕннисене кăларсах тăрать автор.

Кĕнеке хăтлавĕнче пултаруллă тренерăн наградисем çумне тата тепри хушăнчĕ. Комсомольски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Владимир Краснова ентешлĕх медалĕпе чысларĕç.
Источник:http://chgtrk.ru/news/21521

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика